Пĕрле ĕçлеме сĕннĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.02.2020, 10:58 Просмотров: 601

Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Аталану» Президент программин выпускникĕсен ассоциацийĕ» организацин членĕсемпе тĕл пулнă.

«Ассоциаци – маншăн çывăх коллектив. Республика экономикин аталанăвне хăвăртлатма мĕнпур вăя пĕрлештерме сĕнетĕп. Манăн тĕллев ансат – бизнес йĕркелес опыт пур, хăйсен бизнесĕшĕн яваплăха туйма пĕлекен çынсене ку процеса явăçтарасси», – тенĕ вăл.

Олег Николаев республикăра Аслă экономика канашне туса хурасси пирки пĕлтернĕ. Унăн задачисенчен пĕри шăпах вырăнти бизнеса аталанма пулăшасси те.

Тĕлпулăва хутшăннисем пурнăç пахалăхне ÿстермелли факторсем шутне çын пĕчĕк е вăтам бизнесра ĕçленине те кĕртнĕ. «Инвестици лару-тăрăвĕ ăнăçлă тата бизнесшăн ăнланмалла пулмалла. Çакă социаллă-экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывĕ», – хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ «Стратегия» юридици фирмин директорĕ Владислав Семенов.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика