Сывă пулас тесен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2020, 17:02 Просмотров: 296

Усал шыçăпа чирле-кенсен хисепĕ ÿссех пырать. Иртнĕ çул районта диспансеризаци вăхăтĕнче 95 тĕслĕх тупса палăртнă. Ытларах ÿпке, вар-хырăм, тÿрĕ тата хулăн пыршăсен, сĕт парĕсен, ÿт-тирĕн ракĕ анлă сарăлнă.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ ку усал чиртен профилактика ирттерме 12 сĕнÿ хатĕрленĕ%

чĕлĕм ан туртăр. Табак продукцийĕн ытти тĕсĕсемпе те усă ан курăр;

пируса çăвара хыпмасан та унăн тĕтĕмĕ организма сиенлеме пултарать;

кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши пулмалла мар;

хусканусем ытларах тăвăр, пĕр вырăнта нумай ан ларăр;

апат рационĕ пахалăхлă пултăр. Пахчаçимĕç, улма-çырла çийĕр. Пылак, калориллĕ продуктсене (сахăр, çу нумай пуррине), технологи тĕлĕшĕнчен тирпейленĕ аш-пăш çимĕçĕсене апатра сахалрах усă курăр;

эрех-сăрана виçеллĕ ĕçмелле;

хĕвел пайăркисем ÿт-пĕве ытлашши пĕçертесрен сыхланăр;

ĕç вырăнĕнче ĕç сыхлавĕн тата гигиена правилисене çирĕп пăхăнăр;

хăвăр пурăнакан кил-çурта радиаци лекнипе лекменнине тĕрĕслĕр;

хĕрарăмсем пепкисене кăкăр ĕмĕртни рак аталанас хăрушлăха чакарать. Гормон терапийĕпе сахалрах усă курăр;

çуралнă ачасен В гепатитран, хĕрачасен этем папилломин вирусĕнчен вакцинаци тутармалла;

çитĕннĕ çынсен диспансеризацине кĕртнĕ хушма тĕпчевсене хутшăнăр, хулăн пыршăна (арçынсен тата хĕрарăмсен), вар-хырăма (арçынсен тата хĕрарăмсен), сĕт парĕсемпе амалăх пырне (хĕрарăмсен), простата парĕсене (арçынсен) тĕрĕслеттермелле.

Алена ВИКТОРОВА,

медицина профилактикин кабинечĕн фельдшерĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика