Талисман паллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.03.2020, 13:49 Просмотров: 393

Цифрăллă çитес çыравăн хăйнеевĕрлĕхĕ – хăвăртлăх тата çăмăллăх. Ун талисманĕн конкурсне хутшăнакансем уйрăмах çав енсене палăртса нумай ĕç тăратнă.

Жюри членĕсем шорт-листа кĕнисенчен «ВиПиН» ятлă вĕçенкайăка суйласа илнĕ.

Конкурса çĕршывăн 74 регионĕнчен 900-е яхăн ĕç тăратнă. Тимлĕ аист, ăслă ÿхĕ, кайман-курман инçете чĕнекен вуткайăк, чапрас ураллă упа, панулмири лашасем тата ытти сăнарсем çитес çыравăн талисманĕ пулма тивĕçлĕччĕ. Анчах çĕнтерÿçĕ пĕрре кăна – вăл «ЦыпаВиПиН» вĕçенкайăк. Унăн авторĕ – Самарăри ov–maxim архитектор тата иллюстратор. Шăпах унăн ĕçне Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн талисманĕн чи лайăх варианчĕ тесе палăртнă.

Шорт-листа кĕнĕ ĕçсен 77 авторне финала тухни çинчен сертификат параççĕ, Медиаофис палăртнă сăнарсене шутласа тупакансене асăнмалăх парнесем кĕтеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика