Пурте вырмара

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2020, 14:27 Просмотров: 357

Район ертÿлĕхĕ вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăклансах тăрать. Тунтикунсерен иртекен планеркăра та ял хуçалăх организацийĕсенчи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Çак вăхăт тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене виçĕ пин ытла гектар çапса тĕшĕленĕ. Вырмана пур хуçалăхра та тухнă. Сарă ылтăна пухса кĕртессипе 45 комбайн тăрăшать.

Уй-хир ĕçĕсем кунран-кун сарăлсах пыраççĕ. Вăтам тухăç – 32,5 центнер. Хăшпĕр хуçалăхсенче ĕç кăтартăвĕ тата пысăкрах. «Агрохмель» агрофирмăра тулă ăнса çитĕннĕ – кашни гектар пуçне 50 центнер тухать. Çавалкассем те юлмаççĕ. Хуçалăхра тыррăн вăтам тухăçĕ – 48 центнер, «Санары» агрофирмăн – 44, А.Игнатьев тата А.Фадеев фермерсен хуçалăхĕсен кăтартăвĕ – 40 центнер.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика