Хурçă утсем юсавлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.05.2021, 10:36 Просмотров: 602

Вăрманкас ял тăрăхĕнче тракторсен, прицепсен тата ытти ял хуçалăх машинисен çулталăкри техника тĕрĕслевĕ иртнĕ.

Хурçă утсен хуçисем пĕлтерĕшлĕ мероприятие яваплăха туйса хатĕрленнĕ. Çурхи ĕçсенче усă куракан ял хуçалăх машинисем юсавлă, пурин çинче те огнетушитель пур.

Патшалăх техника асăрхавĕн районти аслă патшалăх инспекторĕ Алексей Терентьев ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕп пăхăнассине яланах пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Вăрманкас ял тăрăхĕнче пурăнакансене техника тĕрĕслевне ăнăçлă ирттернĕшĕн ырланă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика