Кĕвĕçсе вăрçнă...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.11.2026, 10:08 Просмотров: 19

Вăрнар округĕнче пурăнакана çы-вăх пĕлĕшне хĕне-нĕшĕн тата унăн машинине сиенленĕшĕн айăплаççĕ.

Вăрнар район прокуратури 32 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав çирĕплетнĕ. Ăна РФ Уголовлă кодексĕн 119-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе ?вĕлерессипе хăратнăшăн%, 116.1-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе ?çынна хĕненĕшĕн% тата 167-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе ?ют çын пурлăхне юриех сиен кÿнĕшĕн% айăплав тăратнă.

Следстви палăртнă тăрăх, утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче ирех ÿсĕр арçын мăшăрне кĕвĕçсе вăрçăнма пуçланă, пуртăпа хăмсарса вĕлерессипе хăратнă, чăмăрĕпе тата пуртă аврипе темиçе хутчен çапнă. Çакăн хыççăн вăл хĕрарăма хăваласа картише тухнă. Арăмĕ машинăна ларса кайма хатĕрленнĕ. Анчах арçын унăн çулне пÿлнĕ, чÿречесене, фарăсене çапса çĕмĕрнĕ, урапа кустăрмисене çĕçĕпе каснă. Полици ĕçченĕсем килсен кăна ăна чарма май килнĕ.

Уголовлă ĕçе Вăрнар район сучĕ пăхса тухĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика