Цифра сервисĕсем çĕнелеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.11.2026, 10:11 Просмотров: 18

Пĕрлĕхлĕ Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче регистрациленнисенчен 77 проценчĕ онлайн-сервиссемпе активлă усă курать. Кун пирки Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ. Вăл «Пурнăçри лару-тăрусем» сервис çынсемшĕн меллĕ пулнине палăртнă.

Кунта пĕтĕмпех тĕплĕн пăхса тухнă: кирлĕ тивĕçтерÿсене пĕр блока пухнă. Ытлашши шыраса вăхăта ирттермелле мар. Система хăех кирлĕ информацие кăтартать, харпăр хăй кабинетĕнче кашни утăма йĕрлеме пулать. Чи кирли - вăхăт перекетленни. Малтан пособисемпе компенсацисене йĕркелеме эрни-эрнипе иртнĕ. Паян пулас амăшĕсене тÿлекен пособисемпе ачасен апатланăвĕ валли уйăракан тÿлевсемпе 1-2 сехет хушшинчех тивĕçтереççĕ. Виççĕмĕш ачашăн паракан пособине чылай чухне заявлени панă хыççăн темиçе сехетренех палăртаççĕ. Ку е вăл пулăшу тĕсне илме документсем пуçтарса кабинетсем тăрăх чупмалла мар.

Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталне «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн модернизацилеме май килнĕ. Республика цифра технологийĕсене пурнăçа кĕртессипе лидерсен йышĕнче. Планра цифра сервисĕсене малалла та активлă аталантарасси.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика