Уй-хирсем пушансан, пÿлмесем тыр-пулпа тулсан йăлана кĕнĕ тăрăх пирĕн сĕтел çинче яланах çăкăр, аш-пăш, сĕт-çу пултăр тесе ырми-канми тăрăшакансене чыслаççĕ. Вăрнар округĕнче те Ял хуçалăхĕн тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунне анлăн паллă турĕç. Хăнасене чăваш юрри-ташшипе культура ĕçченĕсем хапăл туса кĕтсе илчĕç. Аграри секторĕн ĕçченĕсен продукцийĕн куравĕ пуян ассортименчĕпе тыткăнларĕ.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕ пăшăхланă аш-пăш, кăлпасси, хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ сĕтрен хатĕрленĕ тĕрлĕ юр-вар, Калинино райповĕ кондитер изделийĕсем, кукăль-икерчĕ тутанса пăхма, туянма сĕнчĕç. Иккĕмĕш хутра ял территори пайĕсем тата культура ĕçченĕсем «Ылтăн кĕркунне» курав йĕркеленĕ. Пахчаçимĕçрен, кĕрхи чечексенчен, улма-çырларан ăсталанă чăн-чăн шедеврсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ кÿлепесемпе уява пуçтарăннисем интересленсех паллашрĕç, фото ÿкерĕнчĕç.
Зала округри ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе ĕçченĕсем, фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем пухăнчĕç. Яланхиллех уяв çĕр ĕçченĕн гимнĕпе - «Алран кайми аки-сухи» юрăпа - пуçланчĕ. Ăна пултарулăх коллективĕсен пĕрлештернĕ хорĕпе пĕрле пурте ура çине тăрса шăрантарчĕç.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Ноябрь 2026 |
