Васкавлă пулăшу кÿрекенсен ĕçĕпе паллашнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.11.2026, 10:11 Просмотров: 19

«Работа России» кадр центрĕн Вăрнарти уйрăмĕ вĕренекенсене шкул парттинченех тĕрлĕрен профессисемпе паллаштарассипе нумай ĕçлет. Çакă ачасене вăл е ку ĕç пĕлтерĕшне ăнланма, тĕрлĕ сферăри ĕçченсен тивĕçĕсене вырăнта курма, çĕршыва мĕнле специалистсем ытларах кирлине пĕлме пулăшать. Çапла майпа çамрăксем хăш професси енне туртăм пуррине туйма, каярахпа пурнăçра тĕрĕс суйлав тума пултараççĕ.

Профориентаци ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Кадр центрĕн сотрудникĕсем шкулсене те тухса çÿреççĕ. Вĕренекенсене профессисем çинчен кăна мар, вĕсене ăçта алла илме май пурри, Вăрнар тăрăхĕнчи предприятисемпе организацисем сĕнекен ĕç вырăнĕсем пирки, çула çитменнисем пушă вăхăтра ăçта, мĕнле ĕçлеме пултарни тата ытти çинчен те тĕплĕн каласа параççĕ. Унсăр пуçне шкул ачисем валли тĕрлĕрен учрежденисене экскурсисем йĕркелесси те ырă йăлара. Кăçал, акă, Вăрнарти кадр центрĕ пулăшнипе округри 103 çамрăк профориентаци экскурсийĕсене çитсе курнă. Çав шутра - ял хуçалăх предприятийĕсене, социаллă учрежденисене, суту-илÿ вырăнĕсене тата ыттисене.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика