Шупашкара пуйăспа çитĕ
Хĕл асамçи çĕршыв тăрăх çул çÿреме чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче тухĕ.
Пурĕ 24 пин çухрăм парăнтарса 65 хулара пулса курма палăртнă вăл. Шупашкара асатте раштавăн 15-мĕшĕнче çитĕ.
Кашни вакунра - уйрăм программа. Хăшĕ-пĕринпе тÿлевсĕрех паллашма пулать. Хĕл Мучипе тĕл пулмалли билетсене Раççей чукун çулĕсен сайтĕнче пĕр уйăх маларах сĕнме пуçлаççĕ.
Ноябрь 2026 |
