Кĕркунне
Кĕркунне те пулать тĕрлĕрен,
Кăçалхи ирттерет çулларан.
Сар хĕвелĕн шевли хĕрÿрен
Ашă хум сĕврĕлмен сывлăшран.
Çил ачи кăмăлпа улшăнман,
Вăйланса, аташса шуйханман.
Кăнтăртан çурçĕре васкаман,
Сивĕ хум кăларса туллашман.
Тачка пĕлĕт кăран явăнса,
Талккишпе халь шăналăк карман.
Çĕр аннен çĕр питне нÿретсе,
Пĕрĕхмен лÿшкесе йĕпетсе.
Пуç çинче сенкер уçлăх тăрса
Кăтартать илеме те уçса.
Кунсерен этеме вăй хушса,
Сукмака тасатса çул парса,
Тулли уйăх пăхсан тÿперен,
Çутă çăлтăр çухалмĕ куçран.
Ĕмĕтпе иленсе çÿресен,
Ырă туйăм та çĕтмĕ пуçран.
Лиана ГРИГОРЬЕВА
Пуканкасси
Ноябрь 2026 |
