М-12 «Восток» федераллă трассăна сарнă чух арканнă республика çулĕсене çĕнетмелли икĕ çуллăх плана Чăваш енре 90 процент чухлĕ пурнăçланă. Çакăн пек кăтартусене пĕлтерет Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви.
Ведомство информацийĕ тăрăх, тÿрех ултă муниципаллă округра 70 километр тăршшĕ çул-йĕр сийне йĕркене кĕртнĕ - Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Пăрачкав, Çĕмĕрле тата Тăвай тăрăхĕсенче.
Пĕтĕмĕшле регион пĕлтерĕшлĕ çулсен 17 участокне çĕнетнĕ. Подрядчиксем киввине тасатса асфальтобетон сийĕсене çĕнĕрен сарнă, çул айăккисене те асфальтогранулятпа çирĕплетнĕ. Хăшпĕр кăткăс участоксенче тĕплĕ юсав малаллах пырать. Сăмахран, Йĕпреç округĕнче тата Çĕмĕрле тăрăхĕнче.
Калăпăшлă ĕçсем «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ майĕпе тата «Хăрушсăр çулсем» партпроект тĕрев панипе пурнăçланаççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - республика çыннисен пурнăç пахалăхне ÿстересси тата хăрушсăрлăхне тивĕçтересси.
Хамăр инф.
Ноябрь 2026 |
