Пăртас ялĕнчи Михаил Тимофеевич Иванов чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче 60 çул тултарчĕ. Тимофей Ивановичпа Нина Харисановна Ивановсен çемйинчи иккĕмĕш ывăл пулса çут тĕнчене килнĕскер, мĕн пĕчĕкрен техникăпа кăсăкланнă, ашшĕ пекех водитель пулма ĕмĕтленнĕ.
Шкулта вĕреннĕ хушăрах Пăртасри Мичурин ячĕллĕ колхозра аслисене пулăшнă, нимле ĕçрен те хăраман. Çитĕнерехпе вара ял хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ – чылай çул комбайнерта вăй хунă, тыр-пула вăхăтра пухса кĕртессишĕн вăй-халне шеллемесĕр тар тăкнă. 1984–1986 çулсенче Казахстанра çар хĕсметĕнче тăнă. Кунта та ăна шофер тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă.
Салтакран тăван ялах таврăннă Михаил. Пĕррехинче вăл клубра кино курнă вăхăтра Ираида ятлă хĕре куç хывнă. Сеанс вĕçленсен каччă пикене килне ăсатнă. Ираида Шупашкарта университетра вĕреннĕ, Михаил ялта ĕçленĕ. Тăтăшах тĕл пулайман вĕсем. Апла пулин те вĕсен туйăмĕсем сĕвĕрĕлмен, çирĕпленсех пынă. 1990 çулхи нарăс уйăхĕнче Михаил Тимофеевичпа Ираида Федоровна çемье çавăрнă. Хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ вĕсем, çурт лартнă, килти хуралтăсене çĕнетнĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ăшă салампа - хĕрĕ Ольга,
ывăлĕ Федор, кинĕ Ирина, мăнукĕ Соломия.
Ноябрь 2026 |
