«Хамăр ял» чĕресенчех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2026, 08:20 Просмотров: 27

Çак йĕркесене çырма ытла та йывăр. Хамăн статьясен, социаллă сетьсенчи постсен геройĕ, лайăх палланă юлташ, Çĕрпелĕн маттур ывăлĕ Алексей Никифоров ятарлă çар операцийĕнче йывăр аманнă хыççăн пурнăçран уйрăлнăранпа сентябрĕн 13-мĕшĕнче 40 кун çитрĕ.

Алексей - çамрăк ăрушăн чăн-чăн паха тĕслĕх. Ятарлă çар операци вырăнне вăл хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Тĕрĕссипе, унта вăл каймасан та пултарнă, сывлăх тĕлĕшĕнчен лартнă категорийĕ çапла тума май та панă. Анчах та хастар чĕреллĕ çамрăка ку та чарман.

- Хыпарсем вулаттăмччĕ те, хамăр салтаксем çĕршывшăн пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçни тĕлĕнтеретчĕ. Эпĕ мĕнрен кая, шутларăм пĕрре. Тăвансене, юлташсене пĕлтертĕм, вĕсем мана хавхалантарчĕç. Никам та «ан кай» темерĕ, - тенĕччĕ вăл отпуска килсен Çĕрпел шкулĕнче ирттернĕ тĕлпулура.

Ятарлă çар операцине кайма Алексей 2023 çулхи июньте контракт çырнă. Чăвашсен «Сура» батальонĕ йышĕпе çар хатĕрленĕвне Челябинск облаçĕнче ирттернĕ. Çыхăну академийĕнче вĕреннĕ. Августран малти линире çар тивĕçĕсене пурнăçланă. Пĕр тĕлпулура вăл ку батальонра чăвашсем нумай пулнине, çĕнтерÿшĕн юнашар çапăçнине каланăччĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика