Çăм тутăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.09.2026, 08:40 Просмотров: 25

Çав кун ман ачалăх лап сÿнчĕ. Эп тăрук çитĕнтĕм - пĕр самантра, виççĕмĕш класрах, йĕпе çăматăсен шăрши тата кăшкăрашусем хушшинче. Ку таранччен эп пĕчĕк хĕрача çеç пулнă, икĕ хĕртен асли, шăллăм çураласса кĕтекенскер. Тĕлĕнтермĕш, хĕвел евĕр. Анчах та эп ун чухне пĕлмен, çемьере хĕвел арçын ачасем валли çеç. Хĕрачасем çуралса ÿсеççĕ те вĕçсе тухса каяççĕ. Çăм тутăрти мамăк пек...

Çав кун ытти чухнехи пекех тĕттĕмре пуçланчĕ. Çиччĕ çурăра мана пальто çийĕн çăм тутăрпа çавăрса çыхса шартлама сивве кăларса тăратнă та ĕнтĕ. Шăнасран хăранă ĕнтĕ, анчах та вăл мăя пăвни, çăмĕ ÿте кĕçĕттерни асăмрах. Кунран та ытла мана яланах эп пальторан çакăнса тăнăн туйăнатчĕ. Ăна, хĕрлĕ клеткăллăскерне, ман валли икĕ размер пысăкрах, темиçе çуллăх, туяннă. Имшеркке, анчах та çÿллĕскер, ялти йывăç шкул çумĕнче хама темĕнле мĕлке евĕр туяттăмччĕ. Шкулта сивĕччĕ, хальхилле газ пулман, сывласа тултарса тата хăвăртрах киле ярас шанăçпа ăшăннă.

Урок хыççăнхи вăхăт вара пушшех те йывăррăн иртетчĕ. Выçă, сивĕ. Хăвăртрах килти кăмака, анне сĕтелĕ патне тарас килетчĕ...

Вăл кун эп пушшех те васкарăм. Питĕ киле каяс килетчĕ: ытти чухне шалпар пальто мана тăрук тăвăррăн туйăнчĕ. Эп ăна аран тÿмелерĕм, хулпуççисенче йывăрлăх туйрăм. Васкаканскер, çакна эп ывăннипе çыхăнтартăм.

Çак самантра аслати авăтрĕ тейĕн.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика