Кĕркуннехи ярмăрккасем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2026, 08:21 Просмотров: 26

Йăлана кĕнĕ йĕркепе авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 4-мĕшĕччен «Кĕр парнисем–2026» ярмăрккасем иртĕç. Регионта пурăнакансемпе хăнасене меллĕ пултăр тесе суту-илÿ площадкисем харăсах 49 вырăнта ĕçлĕç.

Продукцие производительсенчен кашни канмалли кун - шăматкунпа вырсарникун - тÿреммĕнех туянма май пулĕ. Фермерсем, килти хушма хуçалăхсен хуçисем тата пысăк предприятисем ярмăрккасенче яланхи пекех лавккарисенчен, супермаркетсенчен йÿнĕрех хаксем сĕнеççĕ, мĕншĕн тесен таварсене тÿреммĕнех посредниксемсĕр сутаççĕ. Фермерсемпе хушма хуçалăх хуçисем валли суту-илÿ вырăнĕсене тÿлевсĕрех уйăраççĕ.

«Кĕр парнисем» ярмăрккара экологи енчен таса ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтереççĕ. Хамăр тăрăхра туса илнĕ паха апат-çимĕç сывлăхшăн та усăллă. Çапла вара, республикăра «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

«Кĕр парнисем - 2026» ярмăрккасем кашни муниципалитетра, çав шутра Вăрнар округĕнче те, ĕçлĕç.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика