Чĕлхе - халăхăн чĕрĕ чунĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.09.2026, 08:22 Просмотров: 27

Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче, пирĕн çĕршыв историйĕнче пĕрремĕш хут, Раççей Федерацийĕн халăхĕсен чĕлхисен кунне паллă турĕç. Çĕнĕ патшалăх уявне регионсенче хапăлласах йышăнчĕç.

Халăхсен чĕлхисем - Раççейĕн хăйнеевĕрлĕ этнокультура пуянлăхĕ. Çак датăна ахальтен суйламан. Палăртмалла, авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче шăпах та аслă поэтăмăрăн Расул Гамзатовăн çуралнă кунĕ. Вăл хăйĕн тăван авар чĕлхипе те, вырăсла та чаплă хайлавсем çырнă. Унăн пултарулăхĕ - пур халăхшăн та тĕслĕх пулса тăрать. Праçник уйрăмах Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче символлă. Уява РФ Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн 2025 çулхи Хушăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ.

Раççей тивĕçлипе чи нумай нациллĕ çĕршывсенчен пĕри шутланать. Мускавран Чукоткăна çити 190 ытла тĕрлĕ халăх пурăнать, кашнин хăйĕн йăли-йĕрки, культури. Раççей темиçе чĕлхепе янăравлăн калаçать. Пур халăхăн та чĕлхи илемлĕ. Культура нумай енлĕ пулнинче çĕршывăн вăй-хăвачĕ палăрать.

Паллă уява пирĕн округра та тухăçлă ирттерчĕç. Акă, Аçăмçырминчи библиотекăра «Чĕлхе - халăхăн чĕрĕ чунĕ» ятпа пĕлÿ сехечĕ иртнĕ. Çак праçнике халалласа ытти вулавăшра та мероприятисем йĕркеленĕ. Пĕлтерĕшлĕ уявран вĕрентÿ учрежденийĕсемпе ача сачĕсем те пăрăнса юлман. Пирĕн округра пурăнакансем хăйсен тымарĕсене манмаççĕ, тăван халăх йăли-йĕркисене упраççĕ, ытти халăхсен чĕлхисене те хисеплеççĕ.

Аслă вырăс чĕлхи пире пурне те пĕрлештерет, тĕрлĕ чĕлхесем пурри Раççее аслă та мăнаçлă тăвать. Халăхсем пĕр-пĕринпе туслă пулсан тĕнчере мир хуçаланĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика