Пĕрлехи вăйпа юсаса çĕнетнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.09.2026, 08:38 Просмотров: 26

Кăçал хĕлле юр çав тери нумай çурĕ. Çавна пула хăшпĕр çынсен хуçалăхĕсем шар курчĕç. Пÿртсен, хуçалăхри хуралтăсен тăррийĕсем йăтăнса анчĕç.

Çакăн пек инкек Çăкаллă Явăшра пурăнакан Светлана Макарован кил-çуртĕнче те пулчĕ. Юр пусарнипе унăн пÿрт тăрри ишĕлсе анчĕ. Светлана Николаевна пĕччен пурăнакан инвалид. Вăл хăйĕн вăйĕпе юсав ĕçĕсем ирттерме хал çитереймерĕ. Чылай вăхăт шыв каясран пÿрт тăррине презентпа витнипех çырлахрĕ. Ăна ял çамрăкĕсем пĕр шухăшлă пулса пулăшма шутларĕç. Сергей Петров пуçарнипе ял хастарĕсем Алексей Владимиров, Михаил Владимиров, Иван Данилов, Олег Макаров, Геннадий Иванов кĕске вăхăтра çурт тăррине юсаса витрĕç.

Вĕсем ыр сăмахсене çеç тивĕç. Ял тăрăхĕнчи обществăлла ĕçе те, округри спорт вăййисене те хастар хутшăнаççĕ. Чăн-чăн маттурсем, вĕсенче ял пуласлăхĕ.

Мăн Явăш старости

Иван ФЕДОРОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика