Çуллахи каникул çиçĕмле хăвăртлăхпа вĕçсе иртрĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ
пуçланчĕ. Çавна май округри шкулсенче вĕрентÿ хăйтытăмлăхĕн çĕнĕ лидерĕсене суйланă. Иртнĕ вырсарникун вĕсем тата шкул пурнăçĕн ытти активисчĕсем Ярмушкари шкула слета пухăннă.
Ачасем ушкăнсем çине пайланса ултă площадкăра тăрăшнă. Вĕсенчен кашнинчех маттурсем çĕнĕ информацие ăса хывнипе пĕрле мастер-классене хутшăннă, ăсталанă, вылянă.
Шкулсенчи медиацентрсен лидерĕсем хăйсен ĕç-хĕлне мĕнле йĕркелемеллине тишкернĕ. «Учитель валли медиаоткрытка» мастер-класра медийщикĕн чек-листне практикăра усă курнă. Кашни участник ку хăйĕншĕн паха опыт пулнине палăртнă. «Ăсталăх» площадкăра ачасем тĕрлĕ тĕслĕ татăксенчен туслăх карттине пухнă. Çак мастер-класа пĕтĕм çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ пулăма - Донецк тата Луганск халăх республикисем Раççейпе пĕрлешнине - халалланă. Илемлĕ арт-объект çинчи кашни пайăн хăйĕн историйĕпе пĕлтерĕшĕ. Вĕсене пĕр-пĕринпе çыпăçтарсан пысăк пĕрлĕхлĕ картина пулса тăнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Хамăр инф.
Октябрь 2026 |
