Аслă ăрурисен «Кĕмĕл
ÿсĕм» центрĕнче кăмăллă тĕлпулу иртрĕ: вăрнарсем Хĕрлĕ Чутайри пенсионерсен Канашĕн представителĕсене кăмăллăн йышăнчĕç.
Икĕ енлĕ туслă çыхăнăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Паян аслă ăрурисем çулсене пăхмасăр обществăна пысăк усă кÿреççĕ. Вĕсем çамрăксемпе патриотла ĕçсем йĕркелеççĕ, округра, республикăра иртекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, ятарлă çар операцине пулăшас ĕçре маттур тата ытти те. Çакă вĕсен пурнăçне тăсас енĕпе те пысăк вырăн йышăнать. Шăпах ку тĕллевсене «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проектĕнче те уççăн палăртнă. Çитменнине, кăçал Чăваш енре - Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Октябрь 2026 |
