Чăваш енре 2027 çулта «Шăккалат кубок» турнир - ачасепе çамрăксен шахмат Кубокĕн тапхăрĕ - 5-мĕш хут иртĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен çеç мар, ытти çĕршывран та хутшăнĕç.
«Çитес çул Шупашкара килетĕпех!» - тенĕ тĕнче чемпионĕ, пурте пĕлекен паллă шахматист Анатолий Карпов. Çак тупăшу Раççейри ачасемпе çамрăксен Кубок тапхăрĕнче чи анли пулĕ. Анатолий Евгеньевич 5-мĕш, юбилейлă, ăмăртăва хутшăнма кăмăл туни савăнтарать. Шахмат пирĕн республикăн визит карточки пулса тăчĕ.
Октябрь 2026 |
