Салтак амăшĕн хÿхлевĕ
Ак паян та каллех тĕлĕкре сана куртăм,
Тинкеретĕн куçран, хăв чĕнместĕн пачах.
Эп хама ыйхăра пит телейлĕ пек туйрăм,
Эс манпа ун чухне пулнăран-ши çумрах.
Пĕчĕк чух ачашланăн пырса çупăрласшăн,
Эпĕ тăсрăм алла, çук, пулмарĕ çитме.
Пĕрех май эс манран уйрăлса-ши каясшăн,
Çÿлелле, çÿлелле куçса пытăн вĕçме.
Сăнÿкерчĕк çине вăрахчен халь сăнатăп,
Чĕрĕ çын евĕрлех калаçап ирсерен.
Савнăçне, хуйхине пĕр санпа çеç пайлатăп,
Ырă ир суннăнах куçăмран тинкерен.
Эп сана çуратса, юратса вĕт ÿстертĕм,
Тăрпари тĕтĕме сÿнтерес мар тесе.
Çĕршыва юратма, упрама та вĕрентрĕм,
Ватлăхра шыв пама, пулăшу та кĕтсе.
Чирлесе хавшасан пулăшма тăрăшаттăн,
Шыв параттăн пырса, эмелне тĕпретсе.
Пĕчĕк çеç аллупа эс пуçран та шăлаттăн,
Чарăнми калаçса тунсăха та сирсе.
Çумăнта юлташсем сан ытла та нумайччĕ,
Ак вăрçа та ăсатрĕç сана ял-йышпа.
Эс çапла уйрăлса каясса шутламанччĕ,
Эс ялан пирĕнпе манăçми асăмра.
21.06.2026
Халь сана асăнса çĕнĕ палăк çĕкленчĕ,
Сăнÿкерчĕк унта вырнаçтарнă хитрен.
Сан яту та унта çырăнса çирĕпленчĕ.
Эп кăлармăп сана виличчен чĕререн.
Уявран уява сан пата сукмак хывăп,
Кашни кун çÿресе чăрмантармăп сана.
Тен, унти хуралта канлĕхе çÿлтен сыхлăн,
Тăнăç пурнăç эс пар лăпланма кăшт чуна.
14.08.2026
Лиана ГРИГОРЬЕВА
Октябрь 2026 |
