Çĕнелнĕ лапам уçăлнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.09.2026, 08:43 Просмотров: 24

«Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа ялсен, хуласен сăн-сăпачĕ улшăнсах пырать. Ку программăна республикăра пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ, çулсем юсаççĕ, пĕвесене тасатаççĕ, çĕнĕ палăксем лартаççĕ, яла кĕмелли хапхасене çĕнетеççĕ, тирпей-илем кĕртессипе ытти ĕçсене пурнăçлаççĕ.

Поселокра «Ниме» программăпа Вăрнарти тĕп библиотека умĕнчи лапама хăтлăлатнă. Иртнĕ эрнере ăна торжествăлла лару-тăрура уçнă. Церемоние Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, культура пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ермошкин тата ыттисем хутшăннă.

Вăрнарсемшĕн библиотекăна кĕмелли вырăн çемьепе пĕрле канмалли чи юратнă уçлăхсенчен пĕри пуласси иккĕлентермест. Кунта лармалли тенкелсем, чуччусем вырнаçтарнă, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем тавралăха илем кÿреççĕ.

Аса илтеретпĕр: октябрĕн 2-мĕшĕччен «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа 2027 çулта пурнăçлама палăртнă проектсемшĕн онлайн-сасăлав пырать. «Чувашия - онлайн» платформăра хăвăршăн пĕлтерĕшлĕ объектсемшĕн сасăлама васкăр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика