Кĕçнерникун Вăрнарта халăх утать пасара.
Мĕн кирлине туянма, паллакансене курма.
Кĕçнерникун çитсен таврари ялти çынсем автансемпе пĕрле ирех вăранаççĕ те пасара хăйсен акса-лартса çитĕнтернĕ çимĕçĕсене сутма кайма васкаççĕ. Иртерех çитсен лайăхрах, вырăн йышăнма пулать. Мĕн кăна туянма пулмасть-ши кунта: хитре чечек калчисем, çырла, кăмпа, çĕрулми, сухан, кишĕр, хăяр, помидор, сĕт-турăх, пыл. Чăвашсен ваттисен сăмахĕ пур: «Темĕн те пур, хыр хăййийĕ çеç çук». Кунти пасарта вара хыр хаййине те, çамрăк симĕс йĕкелне те тупса илме май пур. Вĕсем тĕрлĕ чиртен сывалма пулăшаççĕ. Симĕс хыр йĕкелĕсенчен пĕçерсен тутлă варени пулать.
Вăрманкас ялĕнче пурăнакан Любовь Михайловна Маркова нумай çул Вăрнарта пурăнакансене сĕт-турăхпа, тăпăрчăпа, хăй тунă сырпа, шăратнă çупа, çăмартапа тивĕçтерсе тăрать. Унăн апат-çимĕçне кăмăллаççĕ туянакансем, яланах килсе илеççĕ. Питĕ ĕçлеме юратакансем вĕсен çемйинче: сăвакан икĕ ĕне усраççĕ, пăрушшисем, хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи килкарти тулли. Çумри вăрмантан витри-витрипе тĕрлĕ кăмпа татса сутать вăл, çырмара ÿсекен çĕр çырлине те, хурăн çырлине те пуçтарма ÿркенмеççĕ. Тĕрлĕ çимĕçсемпе пĕрле илемлĕ чечексем те ÿстерет пахчинче. Ĕнисем валли çу каçиччен нумай утă хатĕрлеççĕ, ларса канма вăхăт çук вĕсен. Вăрманкас ялĕнчех тата Казаковсен çемйи те питĕ маттур. Вĕсем çуркуннерен пуçласа мĕн кĕркуннечченех тĕрлĕ тутлă кăмпапа Вăрнар çыннисене савăнтараççĕ.
Милĕк сутакансем пасарта йышлăн. Ытларах хурăн, юман милĕкĕсем сĕнеççĕ. Милĕкĕсене мĕнле илемлĕ хатĕрлеме пĕлеççĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Надежда ИЛЬИНА, пенсионерка
Август 2026 |
