Улькка Эльмен çыравçă «Тăван Атăл» журнала ертсе пырĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.11.2026, 14:34 Просмотров: 23

Ольга Геннадьевна Куликова 1961 çулта Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнче çуралнă. Аслă пĕлÿ илсен Калининăри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унтан Санарпуçĕнчи вăтам шкулта директор çумĕ пулнă, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра, район администрацийĕнче, «Капкăн» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ. «Вурнарыдорстрой» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ пулнă.

Литературăна юратакансемшĕн Улькка Эльмен – паллă ят. Унăн кĕнекисем: «Ма инçе-ши çăлтăрăм/», «Кая юлнă ÿкĕнÿ», «Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Упраймарăм сана…», «Сарă кĕпе».

«Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Упраймарăм сана...» кĕнекисем Наци библиотеки ирттерекен «Çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ.

«Улькка Эльменĕн кĕнекисене халăх çав тери юратса вулать, мĕншĕн тесен унăн хайлавĕсем чуна хускатаççĕ, шухăшлаттараççĕ. Ольга Геннадьевнăн ертÿçĕ пултарулăхĕ те питĕ пысăк. Вăл паянхи вулакана мĕн кирлине туйнăран «Тăван Атăл» журнала çĕнĕ шая çĕклесси пирки иккĕленместĕп», - тенĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Дмитрий Моисеев.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика