Пĕтĕм ĕç ачасене аталантарас тĕллевлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.11.2026, 14:37 Просмотров: 24

«Ачалăх навигаторĕсем» проект Вăрнар округĕнче 2022 çултан вăя кĕнĕ. Вăл вĕренекенсене гражданла активлă пулма хăнăхтарас, ачасемпе çамрăксене социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçе явăçтарас тата вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕрлĕхлĕ воспитани хутлăхĕ йĕркелес тĕллевлĕ. Проектăн Вăрнар округĕнчи муниципаллă координаторĕпе - Александра ГРИГОРЬЕВАПА - 2024-2026 çулсенчи ĕç-хĕле пĕтĕмлететпĕр.

- Александра Геннадьевна, округра «Ачалăх навигаторĕсем» проект мĕнле пурнăçланать/

- 2026 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне проекта ĕçе кĕртессипе воспитани енĕпе тимлекен 18 советник тăрăшать. Вĕсем округри 14 шкулта, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан пĕр учрежденире, Калининăри шкул-интернатра вăй хураççĕ. Кашни шкулта Ача-пăча пуçарăвĕсен центрĕсене йĕркеленĕ. Вĕсем ачасене хăйсен шухăшĕсене палăртма, интереслĕ проектсене хута яма, шкул пурнăçне активлă хутшăнма май паракан пĕрлĕхлĕ хутлăх шутланаççĕ. Воспитани советникĕсем ертсе пынипе çак центрсем тĕрлĕ активлăха пĕрлештерекен вырăн пулса тăнă. Кунта волонтерсен, шкулти ăсталăх центрĕсем аталанаççĕ, ачасене хăйсене авторсен, редакторсен тата операторсен ролĕсенче тĕрĕслесе пăхма пулăшакан медиацентрсем хастар ĕçлеççĕ. Патриотла воспитани парасси уйрăм тимлĕхре. Тĕслĕхрен, Вăрнарти 2-мĕш шкул никĕсĕ çинче çарпа патриотизм клубĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Воспитани процесĕсене тĕрлĕ енлĕ йĕркелени кашни ачана хăйне килĕшекен ĕç суйлама тата пĕр шухăшлă çынсен командине тупма май парать. Округри шкулсенче кашни çулах президентсемпе вĕрентÿ хăйтытăмлăхĕн активĕсене суйлаççĕ. Лидерсен команди воспитани енĕпе ирттерекен мероприятисене хăй планласа йĕркелет.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика