Çапла пĕлтерет Мăн Явăшри Эльвира Федорова. Вăл çулсеренех грипран сыхланса прививка тутарать.
«Хăшпĕрисем вакцинациленме темшĕн хăраççĕ, эпĕ вара ку мел вируссене хирĕç кĕрешнине куратăп. Хĕллехи вăхăтра паллакансенчен чылайăшĕ пневмонипе, бронхитпа чирлеççĕ. Шел те, инфаркта пула пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Ку вăл - гриппа чирленĕ хыççăн организм йывăрлăха тÿснипе çыхăннă. Çавăнпа та харпăр хăй сывлăхне упрамалла! Медиксем вакцинации грипран чи шанчăклă хÿтĕлев пулнине ахальтен асăрхаттармаççĕ», - тет вăл.
Прививкăна уйрăмах аслă ÿсĕмрисен, ачасен, çире пур хĕрарăмсен тата вăрах чирпе аптăракансен тутармаллах!
Вакцинациленни - хăвăра тата çывăх çыннăрсене хÿтĕлени. Ăна Вăрнар район больницин поликлиникинче 127-мĕш пÿлĕмре тутарма пулать. Ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем те ку тĕллеве пурнăçлаççĕ, унта та кайма пулать.
Прививка тÿлевсĕр. Хăвăра упрăр!
Ноябрь 2026 |
