Чăваш ене ĕçлĕ çÿревпе Раççей Правительствин ертÿçин Пĕрремĕш çумĕ Денис Мантуров килнĕ.
Малтанах вăл республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă. Чăваш ен аталанăвĕн никĕсĕнче яланах промышленноç пулнă. Раççей Правительствипе, яваплă министерствăпа тачă çыхăнса ĕçленипе 2020 çултанпа индустри лапамĕсем, технопарксем уçăлнă. Черетре - аслă шкулсен кампусĕ.
Денис Валентинович республика пĕрмай малалла туртăннине пысăка хурса хакланă.
Тĕлпулура палăртнă шухăшсенчен пĕри - раштав уйăхĕнчен демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе 2 предприятире ачаллă çемьесене пулăшассипе çыхăннă документа çирĕплетесси. Унтан çак опыта ытти предприятире те усă курма пуçламалла.
Ноябрь 2026 |
