Иван Петров политрукăн паттăрлăхĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.11.2026, 14:36 Просмотров: 23

Пирĕн ентешсем 80 çул ытла каялла фашитсене хамăр çĕр çинчен хăваласа кăларса ярассишĕн, тăшман пусмăрĕ пулас марришĕн мĕнле хак тÿлени нихăçан та манăçмасть. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче юн тăкнă кашни салтакăн хăюлăхĕпе харсăрлăхне эпир ас тума, хисеплеме тивĕçлĕ. Хăшĕ-пĕрин çар çулĕ çинчен, акă, чылай вăхăт ним те паллă пулман. Халĕ вара нумайăшĕ пирки информацие «Халăх паттăрлăхĕ» пĕрлехи сайт пулăшнипе тупма пулать. Паян вулакансене ку йышри тепĕр паттăр çинчен каласа парас килет.

Иван Петрович Петров Тăвай районĕнчи Улянкă ялĕнче 1904 çулта çуралнă. Вăрçă умĕн вăл 1939-1941 çулсенче Вăрнар районĕн РОНО заведующийĕнче ĕçленĕ. Тăшман пирĕн çĕршыв çине тискеррĕн тапăнса кĕрсенех Иван Петрович малтанхи уйăхсенчех фронта тухса каять. Мăшăрĕ Надежда Тимофеевна Вăрнар поселокĕнче тăрса юлать.

«Халăх паттăрлăхĕ» сайтăн Çар ĕçĕсен журналĕнче кăтартнă тăрăх, салтакăн вăрçă çулĕ 1941 çулхи сентябрьте Карели фронтĕнче, Петрозаводск хулинче пуçланнă. Шăпах кунта стрелоксен 37-мĕш дивизийĕ йĕркеленнĕ. Ун стрелоксен 247-мĕш полкĕнче Иван Петров аслă лейтенант боецсен воспитанийĕшĕн, хавхалантарăвĕшĕн яваплăха туйса политĕçе ертсе пынă. Вăл батальон парторгĕ пулнă.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Елена ШАРИПОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика