Пархатарлă ĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.11.2026, 14:36 Просмотров: 22

Кăçал ноябрĕн 4-мĕшĕнче икĕ пысăк уяв - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тата Таса Турă Амăшĕн Хусанти Турăшĕн кунĕ - пĕр килчĕ. Çак сăваплă кун Çĕньял Нурăс ялĕнче унччен пăрахăçа тухнă клубăн пĕр пÿлĕмне юсаса хăтлăлатнă хыççăн Çар паттăрĕсен пÿлĕмне уçрĕç. Ăна Калининăри чиркÿ настоятелĕ Сергий атте çветтить турĕ.

Кирек мĕнле пысăк пуçарăва пурнăçа кĕртме ертсе пыракан, ĕçе йĕркелекен, хăйĕн çине яваплăх илекен çын кирлĕ. Вăрçă ветеранĕн Василий Ефимовăн ывăлĕ - отставкăри подполковник Николай Васильевич Ефимов - Çĕньял Нурăсри ку ĕçе питĕ хĕрÿллĕн пуçларĕ.

1961 çулта клуба çĕклекенсем ялти строительсен бригади - «Правда» колхоз ĕçченĕсем - пулнă. Вăл вăхăтра колхоза И.Ф.Кошкин ертсе пынă. 200 çын вырнаçмалăх клуба 1961 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче хута янă.

Тĕплĕнрех – хаçатра.

Лев ЕФИМОВ,

Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика