40 çул ытла кĕнекепе туслаштарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.11.2026, 14:37 Просмотров: 23

Манăн шутпа, пурнăçа юратнă ĕçĕпе çыхăнтарма пултарнă çын телейлĕ. Çакăн пек çынсен шутне Хирпуç ялĕнчи библиотекăра 40 çул ытла тимлекен Надежда Владимировна Михайлова та кĕрет.

Пултаруллă, пуçаруллă, яваплă хĕрарăм тăрăшнипе библиотека кĕнеке упрамалли вырăн кăна мар, ял çыннисен чĕрисене ăшăтакан чăн-чăн культурăпа çутĕç вучахĕ пулса тăнă.

Надежда Владимировна Хирпуç ялĕнчех çуралса ÿснĕ. Шкул хыççăн Хусанти культура институтĕнче вĕреннĕ, ĕçлеме тăван Вăрнар тăрăхнех килнĕ. Вулав çуртне халăх чылай çÿрет. Ахальтен мар - вăл кашни çын чĕри патне çул уçма пĕлет. Ваттисемпе ват çын пек калаçать, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать. Библиотекарь яланах пурне те итлеме, канаш пама е мĕн те пулин сĕнме хатĕр.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Инна КОРНИЛОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика