Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене çапса аркатнăранпа 80 çул иртрĕ. Çак пысăк юбилейлă çул Çĕнтерĕве туптанă мĕнпур паттăрсене тивĕçлипе аса илесси, вĕсен ят-сумне çĕклесси тĕпре. Кăçалхи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕсенче вĕсем çинчен ытларах та ытларах каласа пама тăрăшатпăр.
Николай Павлович Канькин, акă, 1924 çулта Хапăс салинче çуралнă. Çул çитсен ялти вăтам шкулта тăрăшсах пĕлÿ пухнă. Пурнăçĕ çăмăл пулнă теме çук, мĕн пĕчĕкренех ача çумне йывăр ĕç çыпăçнă. Вĕренÿ вĕçленсен çулсеренех çуллахи вăхăтра колхоз ĕçĕнчен татăлман. Тырă пухса кĕртнĕ чух кунĕпе тар тăкнине, ак, пĕрмаях аса илнĕ вăл: пилĕкĕ татăлса ÿкес пек ыратсан та хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче пуç çĕклемесĕр çурлапа вырнине.
Малалла вĕренес ĕмĕчĕ те пулнă çамрăкăн. Ăна пурнăçа кĕртес тесе Калининăри педучилищĕне кĕнĕ. Анчах вĕренсе тухайман - ирсĕр вăрçă пуçланни чăрмантарнă. 1942 çулхи августра Николайăн та çар ретне тăма ят тухать. Малтанах çамрăка Кострома хулине артиллери училищине яраççĕ. Кунта 2-мĕш уйрăм вĕренÿ бригадинче ентешĕсем те пĕрле пулнă унпа: Иван Федорович Кузнецов тата Иван Михайлович Матвеев. Каласа хăвармалла, вĕсем те Çĕнтерÿ хыççăн киле чĕрĕ-сывă таврăнса çитме пултарнă, мĕн ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра тăрăшнă.
1943 çулта вара виççĕшĕшĕн те вĕренÿ вĕçленнĕ. Çакăн хыççăн Николай Павловича Мускав çар округне кĕнĕ 22-мĕш вĕренÿ дивизине çирĕплетнĕ, кунта кĕçĕн командирсене хатĕрленĕ. Вăрçă çулĕпе вара служба таçта та çитернĕ салтака. 1944 çулта 2-мĕш Белорусси фрончĕ йышĕпе Польшăра пулнă, Венгрие çитнĕ, унтан Румыние куçарнă... Аслă Çĕнтерĕве Николай Канькин «Песочный» лагерьте кĕтсе илнĕ.
1947 çулта тăван тăрăха таврăнсан вара Николай вăрçа пула татăлнă вĕренĕве малалла тăсать. Калининăри педагогика училищинче учитель профессине алла илнĕ хыççăн вăл Кăмашра ачасене пĕлÿ пама тытăнать. Каярахпа Хапăсри шкула истори учителĕнче тимлеме куçать. Çав вăхăтрах хăйĕн професси ăсталăхне ÿстерессине те пысăк тимлĕх уйăрать - 1954 çулта И.Я Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илет. Вуншар çул хушшинче вăл çамрăксен миçе ăрăвне ăс-тăн парса пурнăç çулĕ çине тăратман пулĕ!
Çар енĕпе те запаса вăл «лейтенант» званийĕпе тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи мухтавлă ĕçĕсемшĕн наградăсене тивĕçнĕ: «Германие çĕнтернĕшĕн», юбилейлĕ тата ытти медальсене.
Николай Павлович ял-йышра яланах хисепре пулнă. Тăрăшулăхĕпе, малашлăха çирĕп пăхнипе, анлă тавракурăмпа палăрса тăнă. Çемйинче те ачи-пăчине ĕçченлĕхе, тĕрĕслĕхе, сăпайлăха хăнăхтарса ÿстерме тăрăшнă. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ хĕрпе тăватă ывăла пурнăç панă.
Шел те, Николай Павловичăн кун-çулĕ вăрăмах пулман. Чире пула вăл 61 çула кайса пурнăçран уйрăлнă. Апла пулин те ун вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхĕ, педагогика ĕçĕнчи мухтавлă çитĕнĕвĕсем ентешĕсен астăвăмĕнче яланах чĕрĕ.
Александра
ЕРМОШКИНА
Июль 2025 |