Чир-чĕртен тата сăтăрçăсенчен хÿтĕлеме

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2026, 10:05 Просмотров: 10

Пахчари çĕр ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çу тăршшĕпе пăхса-ÿстерсе илнĕ тухăç - хĕлле валли управра. Çавăнпа та халĕ анкарти-пахчасене тирпейлеме, çитес çуркуннехи сезона хатĕрлеме вăхăт. 

Кĕркунне çавăн пекех теплицăсене те тасатмалла. Çулла кунта тĕрлĕ культурăсем çитĕннĕ, вĕсемпе пĕрле чир-чĕрсемпе хурт-кăпшанкăсем те чылай пухăнма пултарнă - вĕсене сиенсĕрлетсен питĕ аван. Ку ĕçсене вара шалтан та, тулаш енчен те тĕплĕ тасатнинчен пуçламалла теççĕ специалистсем.

Теплица стенисене супăнь растворĕпе çусан лайăхрах. Çакна валли хуçалăх супăнĕ уйрăмах усăллă. Стенисем кăларма май çук поликарбонат е кантăк пайсенчен тăраççĕ пулсан, вĕсене вăрăм авăрлă щеткăпа сăтăрма меллĕ - кашни кĕтесех çитме пулать. Анчах поликарбонат сийсене хытă мунчалапа тата тимĕр губкăпа хырма юрамасть.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика