- Хĕрсем халĕ пирĕн асаттесен вăхăтĕнчи пек - купăсçăсене мар, аттесен çамрăклăхĕнчи евĕр - гитара калакансене мар, питбайкерсене кăмăллаççĕ, - вуларăм тусăмăн социаллă тетелти хăй тытса пыракан ушкăнĕнче. Поста блогер сăн?керчĕкпе вырнаçтарнă, унта вăл хăйĕн питбайкĕ умĕнче тăрать. Пăх та - айĕнче пилĕкçĕр утмăл çын «лайк» лартнă. Информацие икĕ сехет каялла кăна кĕртнĕ пулин те ăна çавăн чухлĕ подписчик асăрхаса хак пама ĕлкĕрнĕ те.
Руслан «Контактри» çак блога икĕ çул каяллах уçрĕ. Астăватăп-ха, ăна, тăххăрмĕш класс ачине, ун чухне ашшĕпе амăшĕ мини-мотоцикл туянса пачĕç. Чăнкă тантăша ăмсанакансем те тупăнчĕç. Пĕрле вĕренекен виçĕ пике, хирĕçле çуртра пурăнакан тепĕр хĕр ăна çавăн хыççăнах килĕштерме тытăнчĕç.
Эпир Русланпа пĕр çуртра пурăнатпăр. Подĕезчĕсем кăна расна пирĕн, эпĕ - иккĕмĕшĕнче, вăл - тăваттăмĕшĕнче. Çавăнпа та, юлташлă пулнăран та тăтăшах курнăçатпăр. Чылай чухне вĕсен гаражĕнче вăхăта ирттеретпĕр. Вăл хăйĕн кустăрмаллă тусĕ çинче пĕр пĕрчĕ тусан та тăратмасть - ярăнса таврăнмассерен çăвать, шăлса тасатать. Нумай чухне эпĕ унăн видеоператорĕ. Çырма-çатрара, çĕрлехи хула урамĕсенче, Атăл леш енчи хăйăрлă вырăнсенче ?кернисене пĕрле монтаж тăватпăр. Вăл вĕсене кĕвĕпе илемлетсе, эффектсем хушса хăйĕн блогне вырнаçтарать. Роликсем пĕр минутран ытла мар, çавăнпа вĕсене подписчиксем питĕ кăмăллаççĕ, «лайксем» лартаççĕ, комментарисем хăвараççĕ, хăйсен страницисене репостлаççĕ. Çур çултан Русланăн блогне çырăннисен шучĕ вăтăр пин çынран та иртрĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Дмитрий МОИСЕЕВ
Октябрь 2026 |
