Вăрнарсем - лауреатсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2026, 10:09 Просмотров: 11

Чăваш енре «Авто- клубсем Çĕнтерÿ ритмĕнче» - чи лайăх патриотла программа» фестиваль-конкурсăн çĕнтерÿçисене культура министрĕ Светлана Каликова торжествăлла лару-тăрура чысланă.

«Куçса çÿрекен нумай функциллĕ культура центрĕсем сахал çын пурăнакан ялсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕтĕм муниципалитета автоклубсемпе тивĕçтерме хушнă. Çавна пула юлашки икĕ çулта 16 автоклуб туянма май килнĕ, халĕ вĕсем кашни округрах пур. Виçĕ çулта куçса çÿрекен культура центрĕсем 895 яла çитсе 1100 мероприяти ирттернĕ. Концерт программисене 108 пин çын пăхнă»,- палăртнă Светлана Анатольевна.

Çу тăршшĕпе автоклубсем «Тăван тăрăхăн культури» парти проекчĕпе республикăра пурăнакансем валли совет халăхĕн паттăрлăхне тата Тăван çĕршывăн паянхи хÿтĕлевçисене халалланă концерт программисем, интерактивлă куравсем тата театрализациленĕ постановкăсем йĕркеленĕ. Палăртма кăмăллă, Вăрнар округĕн Централизациленĕ клуб системин коллективĕ пысăк ăсталăх кăтартса фестиваль-конкурсăн 2 степеньлĕ лауреачĕн ятне тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика