Тăванлăх ĕмĕрлĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.10.2026, 10:47 Просмотров: 8

Ял хĕрарăмĕн кунне халалласа октябрĕн 1-15-мĕшĕсенче Чăваш енри Хĕрарăмсен союзĕ пуçарнипе «Манăн тăван» онлайн-акци иртет. Унта вăрнарсем те хастар хутшăнаççĕ. Паян вулакансене вĕсен ырă историйĕсемпе паллаштаратпăр

Пĕртăванăн хĕр çуралнă вăхăтра эпĕ медицина сестринче тимлеттĕм. Ку 45 çул каялла пулнă. Çак тапхăр дежурствăсемсĕр пуçне пациентсене куллен кÿрекен пулăшупа тулнишĕн савăнаттăм.

Халĕ вара 20 çул ытла ĕнтĕ медицина психологĕнче тăрăшатăп. Чи кирли - çак çулсенче манăн медицина патне юрату сÿнменни, ку профессипе тепĕр çынна туслаштарма пултарни. Настя ман куç умĕнчех ÿсрĕ. Эп ăна час-часах хамăн ĕç пирки каласа кăтартаттăм: пациента вăхăтра итлеме пĕлни, медицина ырă кăмăлпа наукăна пĕрлештерни пирки. Хĕрача кашни сăмаха тимлĕн ăша хыватчĕ. Ман тĕслĕхпе çунатланса кăçал вăл Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕчĕ. Мăнаçлантăм уншăн. Вăл манран 45 çул кĕçĕн, анчах та çулсем пирĕн пĕр майлă. Эпĕ ăна хам опытпа паллаштаратăп, вăл вара çĕнĕлле шутлать. Анчах та эпир пĕр чĕлхепе калаçатпăр - çынсене усă кÿрес тĕллевпе. Унран лайăх специалист пулĕ: вăл яваплă, сисĕмлĕ, вĕренме, ÿсме хатĕр.

Вăрнар район тĕп больницинче наставничествăна яланах çул панă. Кунта династисем те йĕркеленнĕ, аслисем çамрăксене вĕрентсе пыраççĕ. Коллектива çакăншăн тав тăватăп. Ман шутпа, çамрăксем профессие аслисен тĕслĕхĕпе хавхаланса килни - ырă кăтарту.

Елена МИНАЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика