Ватăсене - тимлĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.10.2026, 10:33 Просмотров: 9

Аякри ялсенче пурăнакан аслă ăрурисене тĕп больницăна çитме çăмăл мар. Округри социаллă тивĕçтерÿсемпе тимлекен центрăн мобильлĕ бригади тăрăшнипе Туçи Çармăсри ватăсене сыватмăша çитме пулăшнă.

Хĕрарăмсем диагностика процедурисем витĕр тухнă, флюорографипе маммографи те тăнă, çавăн пекех кирлĕ анализсене панă.

- Кĕске вăхăтрах тĕрĕслев витĕр тухрăмăр, черет пулмарĕ. Ĕçе тĕрĕс йĕркелени куçкĕрет, - пĕлтерчĕç ватăсем.

Аслă ăрурисем ячĕпе Римма Енилова çапла тав тунă:

- Ыр ĕçе пурнăçланăшăн мобильлĕ бригадăна чун-чĕререн тав тăватпăр. Ватăсене манманни савăнтарать. Аслă ăрури çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн питĕ хĕпĕртерĕмĕр.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика