Чир-чĕре асăрхаттарасси сиплессинчен çăмăлрах. Çакна медицина ĕçченĕсем лайăх ăнланаççĕ: çынсен сывлăхне асăрхаса тăрассине, çав шутра инфекциллĕ мар чирсене пуçаракан сăлтавсене сирессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Нумаях пулмасть, акă, хăрушлăх факторĕсене палăртас тĕллевпе хамăр тăрăхри 80 енне çын уйрăм тĕрĕслев витĕр тухнă. Вĕсем Канашри нумай профильлĕ медицина учрежденийĕн Сывлăх центрĕн специалисчĕсенчен пысăк квалификациллĕ пулăшу илме пултарнă. Йышăну Вăрнар тĕп больницинче иртнĕ. Медиксем пациентсене паянхи биоимпедансометри - организмăн процесĕсене тĕпчемелли çĕнĕ йышши мелсемпе - усă курса диагностика тунă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ПЕТРОВА
Октябрь 2026 |
