Тирпей-илем, хăтлăх кĕртеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2026, 10:05 Просмотров: 10

«Ниме - халăх бюджечĕ» программăна хутшăнса округра чылай обществăлла территорие тирпей-илем кĕртеççĕ. Кăçал Калинино территори пайĕнче 12 проект пурнăçланать, çавна май çулсене юсаççĕ, пĕвесене тасатаççĕ, спорт стадионĕ çĕклесе лартнă, 2 клуб валли çĕнĕ пукансем туяннă.

2027 çулта «Нимепе» Калинино тăрăхĕнче тата ултă проекта пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Çĕньял Нурăсра контейнер площадкине тирпей-илем кĕртмелле, пурăнман çурт тăррине юсамалла. Палăртмалла, çак çуртра спорт мероприятийĕсем ирттересшĕн. Кунсăр пуçне кунтах паллă ентешсене халалланă çар мухтавĕн залĕ те пулмалла.

Услапа Нурăс ялĕн пуçарулăх ушкăнĕ Первомайская урамĕпе хытă сийлĕ çул хывасшăн. Йĕпе-сапара сĕт пухакана ку енпе çÿреме питĕ кăткăс иккен. Урама юсама виçĕ ял çыннисем укçа-тенкĕ пуçтарнă.

Калинино ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче пурăнакансем çÿлерех асăннă программăна хутшăнса хăйсем утакан çула юсасшăн.

Тепĕр икĕ проекчĕ - Шăхальте. Ял-йыш тĕп урамри арканнă çула 2027 çулта асфальт сарса юсасса шанать. Шăхале кĕнĕ çĕрте стела та вырнаçтарасшăн. Укçа-тенке çителĕклĕ пухнă.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика