Тĕрлĕ регион пуканисем килĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.10.2026, 10:42 Просмотров: 10

Юпа уйăхĕн 15-21-мĕшĕсенче Шупашкарта тÿрех икĕ фестиваль-форум иртĕ: «Юмахсен каруççелĕ» тата «Пĕрешкел пулма кирлех те мар».

Пĕтĕм тĕнчери фестивальсене Чăваш патшалăх пукане театрĕ ирттерет. Кăçал та вĕсене Владимир облаçĕн пукане театрĕ, Çыр Чалли патшалăх пукане театрĕ, Ульяновск пукане театрĕ тата ыттисем хутшăнĕç. Вологда облаçĕн «Теремок» пукане театрĕ чăваш сцени çине пĕрремĕш хут тухĕ. Чикĕ леш енчи хăнасем те ?Узбек наци театрĕн тата Китай пуканеçисем% фестивале хăйсен пултарулăхĕпе илемлетĕç. Раççей патшалăх сцена искусствисен институчĕн ?Питĕр% пукане театрĕн режиссурăпа актер ăсталăхĕн кафедрин доценчĕ Амела Вученович мастер-класс ирттерĕ.

Палăртмалла, кăçал «Юмахсен каруççелĕ» фестиваль аслă ÿсĕмри кураканпа калаçмалли инструмент та пулса тăрĕ, çав вăхăтрах ачасемшeн те кăсăклă пулма пăрахмĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика