Кĕркуннехи пĕрремĕш уйăх ăшăпа савăнтарнă хыççăн çанталăк сивĕтрĕ. Хваттерсене-çуртсене хутса ăшăтма тытăнтăмăр. Апла пулсан халĕ çак тапхăрта пушар тухас хăрушлăх ÿснине, тимлĕ пулмаллине аса илтерме вăхăт.
Каламалла, инкексен тĕп пайĕ çынсен çăмăлттайлăхне е тимсĕрлĕхне пула тухать. Хăшĕ-пĕрисем пÿлĕмсене ăшăтма килте тунă, пысăк хăватлă приборсем вырнаçтараççĕ те çакă мĕнпе вĕçленме пултарассине те шутламаççĕ. Хăрушлăхĕ вара пысăк: электроприбор çунса кайнинчен пуçласа хваттер е çурт вырăнне кĕл купи юлни таранах. Çынсен пурнăçĕ çулăмра татăлни вара чи хăрушши.
Шар курас мар тесен пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла:
электропроводка, выключательсемпе розеткăсем юсавлă пулччăр*
ăшăтмалли электроприборсене, плитасене юсавлă, чÿрече каррисемпе сĕтел-пукантан аякра, çунман тĕрев çинче тытăр*
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Пушар хуралне кĕсье телефонĕнчен шăнкăравламалли пĕрлĕхлĕ номер - 101.
Асăрхав тата профилактика
ĕçĕ-хĕлĕн Вăрнар округĕнчи уйрăмĕ
Октябрь 2026 |
