Улькка Эльмен: «Такăнса ÿксен те - ура çине тăмаллах!»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2026, 10:09 Просмотров: 9

Ятлă-сумлă ентешĕмĕре, Авшак Элмен ялĕнче çуралса ÿснĕ Улькка Эльмене ?Ольга Геннадьевна Куликовăна% Вăрнар тăрăхĕнче пĕлмен çын та çук пулĕ. Паллă çыравçă çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче 65 çул тултарнă. Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть унăн черетлĕ çĕнĕ кĕнеки «Ултав» ятпа пичетленсе тухни пирки хаçатра çырнăччĕ. Вулакансем çывăх вăхăтрах кăларăмпа паллашма пултараççĕ.

Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Вăрнарти тĕп библиотекăра Улькка Эльменĕн пултарулăх каçĕ иртрĕ, çавăн пекех тинтерех типографире пиçсе тухнă «Ултав» кĕнекен презентацийĕ те пулчĕ. Палăртмалла, кĕнеке хуплашкине калăпланă чухне темиçе вариант та пулнă. Çыравçăн мăнукĕ те сĕнÿ-канашпа пулăшнă. Çĕнĕ кăларăм илĕртÿллĕ, пуян содержаниллĕ пулса тухнă.

Улькка Эльменĕн кашни кĕнеки кун çути курни - вулакансемшĕн уяв пекех. Библиотекăна çыравçăн пултарулăхне хаклакансем йышлăн пуçтарăнчĕç.

Вĕсем хушшинче Раççей писателĕсен союзĕн Чăваш енри уйрăмĕн председателĕ Сергей Павлов, «Тăван Атăл» журнал редакторĕн çумĕ, паллă драматург Арсений Тарасов, Чăваш халăх артисчĕ Виталий Сергеев, наци библиотекин ĕçченĕ Галина Соловьева, культура пайĕн ертÿçи Сергей Ермошкин пулчĕç. Мероприятие Надежда Ефимова библиотекарь ертсе пычĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика