Мухтавлă ентешĕмĕрĕн 90 çулхи юбилейне халалласа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2026, 10:13 Просмотров: 9

Иртнĕ эрнере республикăшăн та, округшăн та пĕлтерĕшлĕ пулăм çырăнчĕ. Торжествăлла лару-тăрура Малти Ишекри шкулăн стени çинче мухтавлă ентешĕмĕре, тĕнчипе паллă художнике Праски Виттине халалласа Асăну хăми уçнă.

Церемоние Вăрнар округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Казенова, Малти Ишек территори пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ластухин, шкул директорĕ Светлана Павлова, педагогсемпе шкул ачисем тата Праски Виттин мăнукĕ Кирилл Коробков хутшăннă. Вĕсем Чăваш халăх художникне Виталий Петровича асăнса ырă та ăшă сăмахсем чылай каланă. Пухăннисене шкул активисчĕсемпе вырăнти культура ĕçченĕсем пултарулăх номерĕсемпе савăнтарнă. Аса илме, Малти Ишек шкулĕ Праски Витти ?В.П.Петров% ячĕпе 2016 çултан хисепленсе тăрать.

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ Виталий Петров çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Çак юбилейлă датăна халалласа Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче мастерăн тĕрлĕ вăхăтра калăпланă ĕçĕсен куравĕ уçăлнă. Вăл октябрĕн 18-мĕшĕччен ĕçлĕ. Халĕ Шупашкарта пурăнакансемпе тĕп хула хăнисен «Çамрăк мăшăр. Чăвашсем» çĕнĕ мозаика арт-объекчĕпе киленме май пур. Ăна «Радуга» культурăпа курав центрĕн фасачĕ çине вырнаçтарнă. Картинăна Праски Витти 1992 çулта вĕри эмаль техникипе калăпланă. Халĕ ку ĕçпе кашниех паллашма пултарать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика