Хăрушсăрлăх паян чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Харпăр хăйне хÿтĕлеме, инкеклĕ лару-тăрусенчен асăрханма хатĕр пулни никамшăн та ытлашши мар. Тата тепĕр самант та пĕлтерĕшлĕ: уйрăм тимлĕх кирлĕ ушкăнри çынсене - аслă ăрурисене - сыхлăх правилисене пĕрмаях аса илтерсех тăмалла. Çак тĕллевпех ĕнтĕ Вăрнарти тĕп библиотекăра нумаях пулмасть хăрушсăрлăх енĕпе вĕрентÿллĕ мероприяти иртнĕ. Ăна Вăрнарти социаллă тивĕçтерÿсем кÿрекен центр йĕркеленĕ.
Тĕлпулăва чĕннĕ хăнасем - тивĕçлĕ канури пенсионерсем, ятарлă çар операцийĕн участникĕсен çывăх çыннисем. Вĕсем хутшăннă калаçăвăн тĕп ыйтăвĕ - терроризм сиенĕнчен хÿтĕленесси. Асăрхану мерисемпе вара Раççейри «Знание» общество лекторĕ Зоя Казакова паллаштарнă. Вăл терроризмпа экстремизм пирки тата ку усал пулăм паянхи тĕнчере мĕнле палăрнине тĕплĕн каласа панă. Террорла хăрушлăхăн тĕсĕсене те тĕслĕхсемпе илсе кăтартнă. Унсăр пуçне калаçу обществăра терроризм пулăмĕсене сивлесси, пĕрле хирĕç тăрасси пирки те пынă. Лектор инкеклĕ лару-тăрусенче шар курасран харпăр хăйне тĕрĕс мĕнле тытмаллине те вĕрентнĕ.
Хальхи вăхăтри тепĕр çивĕч ыйту та пĕр кун та тимлĕхрен тухмасть. Ăна полицин «Вурнарский» пайĕн участокри уполномоченнăйĕсен пайĕн пуçлăхĕ Светлана Мартынова хускатнă. Сăмах паян хăрушла пуçтахланакан мушенниксенчен сыхланасси пирки пынă. Хамăр округра та, акă, çынсем аферистсен серепине лекнĕ тĕслĕхсем сахал мар. Шулĕксен витĕмĕпе вĕсем миллионсемпе шутланакан пысăк укçа-тенкĕ çухатнă, пурлăхсăр юлнă, кредитсене кĕрсе ÿкнĕ... Çак тĕслĕхсене тишкерсе полици сотрудникĕ преступниксем усă куракан схемăсене ăнлантарнă, вĕсенчен хÿтĕленме вĕрентнĕ. Аслă ăрурисене харпăр хăйне тата пурлăхĕпе укçи-тенкине шулĕксенчен сыхласа хăвармалли шанчăклă сĕнÿсем панă.
Калаçу кашниншĕн усăллă, кăсăклă пулнине палăртнă хăрушсăрлăх вĕренĕвне хутшăннисем. Тĕлпулура сÿтсе явни пурне те асăрхануллă пулма пулăшасса пĕлтернĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Октябрь 2026 |
