Хăнара - калмăксем патĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.10.2026, 10:45 Просмотров: 8

Пирĕн округăн пултаруллă артисчĕсем - Евгений тата Валерий Кудрявцевсем чăваш делегацийĕн йышĕнче Калмыкине çитнĕ, Петр Леонтьевич Леонтьев чăваш патĕнче хăнара пулнă, ветерана 101 çул тултарнă ятпа саламланă!

Ветеран Шупашкар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, анчах та 1958 çултанпа вăл Калмыкири Элиста хулинче пурăнать. Палăртмалла, мухтавлă ентеш Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Белоруссипе Литвана ирĕке кăларма, «Багратион» операцие хутшăннă, Берлина çитнĕ. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн та пилĕк çул Германире службăра тăнă. Паттăрлăхшăн ăна иккĕмĕш степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Калмыкине ура çине тăратас тесе нумай вăй хунă. 35 çул хушшинче ĕç картлашкипе бригадиртан тĕп инженер таран хăпарнă, регионăн строительствине сумлă тÿпе хывнă, тĕп объектсене çĕклеме хутшăннă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика