Ял хастарĕсем тăрăшнипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2026, 10:06 Просмотров: 10

Çулсерен «Ниме - халăх бюджечĕ» программăна хутшăнакан проектсен шучĕ ÿссех пыни савăнтарать. Округра ку енĕпе ялсенче пурăнакансем хастарлăх кăтартаççĕ. Пĕр проект кăна пурнăçланипе çеç çырлахмаççĕ вĕсем, харăсах темиçе объект суйлаççĕ. Акă Авшак Элменте пурăнакансем кăçал икĕ проекта ĕçе кĕртнĕ: масар пÿртне тата яла кĕмелли хапхана çĕнетнĕ.

Мал ĕмĕтлĕ, маттур хастарсем çине тăнипе, вăй-халне, вăхăтне шеллемесĕр тăрăшнипе ял сăн-сăпачĕ улшăнса пырать. Авшак Элменти пуçаруллă ушкăн - Владимир Мураков ял старости, Иван Алексеевпа Алексей Абрамов - «Ниме» программăна хутшăнма сахал мар тăрăшнă. Масар пÿртне улăштарма 1280 пин тенкĕлĕх, ял хапхине çĕнетме 280 пин тенкĕлĕх проектсене вăя кĕртме укçа-тенкĕ пухассине йĕркеленĕ. Çу каçипе масар территорийĕнче ĕç вĕренĕ. Кĕркунне енне кивĕ çурт вырăнне кирпĕчрен купаланă çĕнĕ пÿрт хăпарса ларнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика