Миграци саккунĕсене пăснăшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 15:47 Просмотров: 10

Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин республикăри Управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш енре саккунсăр миграци çул-йĕрне йĕркеленĕшĕн айăплав приговорĕ кăларнă.

Преступленилле ушкăна хутшăннисем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе Управленин следстви пайĕ тишкернĕ. Ку ушкăн участникĕсене ют çĕршыв гражданĕсене Раççее саккунсăр майпа кĕртессине йĕркеленĕшĕн ?Уголовлă кодексăн 322.1-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «а» пункчĕпе% айăплав тăратнă. Пĕтĕмпе суд 40 фигурант тĕлĕшпе приговорсем йышăннă.

Следстви палăртнă тăрăх, преступниксем, уйрăм çынсен ячĕсенчен суя йыхравсемпе усă курса, Çывăх Хĕвелтухăç гражданĕсем валли Раççей Шалти ĕçсен министерствин миграци подразделенийĕсем урлă визăсем хатĕрленĕ. Заявлени докуменчĕсенче пирĕн çĕршыва мĕн сăлтавпа килни, кунта ăçта пурăнни çинчен юриех тĕрĕс мар сведенисене кăтартнă. Çавăн пекех пурлăх, медицина, çурт-йĕр тивĕçтерĕвĕсем пирки те суя гарантисене тăратнă. Виза илнĕ хыççăн ют çĕршыв çыннисем Раççей чикки урлă каçнă, кайран транзит майĕпе Европа Союзĕн çĕршывĕсене тухса кайнă. Преступниксен çак «çул-йĕрĕпе» Раççее 100 ытла мигрант саккунсăр кĕнĕ иккен.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика