Пĕтĕмпех тултарма юрамасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 15:47 Просмотров: 12

Çÿп-çаппа тĕрлĕрен ăпăр-тапăра пухма халĕ хуласенче те, яллă вырăнсенче ятарлă контейнерсем пур. Анчах вĕсене ним уйăрмасăр, пĕтĕмпех килсе пăрахма юрамасть-мĕн.

Çутçанталăк ресурсĕсен министерстви ăнлантарнă тăрăх, вĕсене çынсем пурăнакан вырăнсенчен хытă коммуналлă каяшсене пуçтарса тухма вырнаçтарнă. Урăхла каласан - кил-çуртра кунсерен пухăнакан йăлари çÿп-çапа. Çавăнпа та ТКО контейнерне çаксене тултарма юрать:

Тĕркемсем (упаковка): хут, картон, маркировкăллă пластик, кантăк.

Апат-çимĕç юлашкийĕсем: татăк-касăксем, çисе яман, пăсăлнă продуктсем.

Кил-хуçалăхри текстиль: кивĕ япаласем, тумтир, алшăллисем, нускисем тата ытти.

Мĕн яма юрамасть:

Строительство çÿп-çапĕ, юлашкийĕсем: кирпĕч, бетон, хăма татăкĕсем, штукатурка.

Автопокрышкăсем.

Ÿсентăран пайĕсем: туратсем, йывăç тата пахчаçимĕç çулçисем.

Калăпăшлă япаласем: диван, шкаф, матрас.

Техника: холодильник, телевизор, япала çумалли машина.

Ведомство палăртнă тăрăх, стройматериалсен юлашкийĕсене, шинăсене, туратсене урăх организацисем, уйрăм договорсемпе илсе тухаççĕ. Вĕсемшĕн уйрăм тÿлемелле. Йăла каяшĕсем валли лартнă контейнерсене унта пулмалла мар япаласем мĕн чухлĕ нумайрах лекеççĕ, полигонсем çавăн чухлĕ хăвăртрах тулса лараççĕ, тесе çирĕплетеççĕ специалистсем.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика