Вăхăта усăллă ирттереççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 15:58 Просмотров: 10

Хурăнсур Çармăсри Раççей Геройĕ Ф.Кузьмин ячĕллĕ культурăпа сывлăха çирĕплетмелли Центр чăннипех те кĕске вăхăтрах ачасемпе çамрăксене хăйĕн патне туртакан вырăн пулса тăчĕ. Ялтан та, кÿршĕллĕ тăрăхсенчен кунта çамрăксем йышлăн çÿреççĕ, спорт залĕнче вăй-хала пиçĕхтереççĕ, сывлăха тĕреклетеççĕ.

Кашниех хăйне килĕшекен спорт тĕсĕпе туслашма пултарать - центрта сĕтел çи теннис, волейбол, футбол енĕпе секцисем ĕçлеççĕ. Çавăн пекех пĕрле пухăнса ытти вăйăсенче ăмăртма, хул-çурăма аталантаракан хусканусем тума, вăхăта пĕрле сывлăхшăн усăллă ирттерме пĕтĕм майсем пур. Центр заведующийĕ Михаил Кузьмин ачасене профилактика мероприятийĕсене явăçтарассине те пысăк тимлĕхе илет. Кунта тăтăшах сывлăха упрассипе, хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе, усал йăласен сиенне ăнлантарассипе тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе информаци сехечĕсем, Хăюлăх урокĕсем иртеççĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика