Сиплесси кăна мар, чир-чĕре маларах тупасси те, асăрхаттарасси те тĕпре. «Çемье», «Хастар та вăрăм пурнăç» наци проекчĕсем, вĕсен тĕллевĕсене пурнăçлама регионта йышăннă программăсем сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарма, хаклă тупрана - çын пурнăçне - упрама пулăшаççĕ. Хальхи вăхăтра медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Чăваш енре «Амăшлăха тата ачалăха сыхласси» программăна пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ачасене, пепке пирки ĕмĕтленекен çемьесене, ача кĕтекен хĕрарăмсене пахалăхлă медицина пулăшăвне илме пулăшасси, тĕп задачи - 2030 çул тĕлне республикăра пурăнакансен репродуктивлă сывлăхне çирĕплетесси. Ку программа «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçа кĕрет.
Хĕрарăмсен консультацийĕн заведующийĕ Эльвира Егорова çирĕплетнĕ тăрăх, «Çемье» наци проекчĕ пулăшнипе хальхи йышши оборудование ĕçе кĕртни медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿÿстерет. Çавна май гинекологи чирĕсене иртерех тупса палăртма тата сиплеве тухăçлăрах ирттерме май парать. Калас пулать, 2030 çул тĕлне республикăри 18-49 çулчченхи çынсен 50 проценчĕ репродуктивлă сывлăха хакламалли диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.
Пациентсем çĕнĕ диагностика майĕсене тата тухтăр тăрăшăвне пысăка хурса хаклаççĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Ноябрь 2026 |
